#гим5 #деньчувашскогоязыка #умнаягимназия #чăвашчĕлхи
Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикинче мухтавлă ентешсен çулталăкне халалланă республика диктант иртрĕ. Эпир те 5-9-мĕш класра вĕренекенсем хамăрăн тăван чĕлхене, чăваш халăх культурипе историне мĕнле шайра пĕлнине тĕрĕслес тĕлĕллевпе акцие хутшăнтăмăр.
Тест ыйтăвĕсене хуравланă май чăваш халăхне мухтава кăларнă Андриян Николаев, Никита Бичурин, Петр Егоров, Иван Яковлев, Николай Никольский, Василий Чапаев, Алексей Крылов, Надежда Павлова, Вера Кузьмина татах тата чăваш çĕрĕнчен тухнă паллă çынсем пирки ытларах, тĕплĕнрех пĕлнине палăртма пултартăмăр.